
Хисеплӗ хӑнасем, чӑвашлӑх анинче ырми-канми ӗҫлекенсем!
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫывхаракан Ҫӗнӗ 2017 ҫулпа саламлать!
Пур ҫитменлӗхсене те, пур хуйха-суйха та иртсе каякан ҫулта хӑварса ҫӗннине хаваслӑ кӗтсе илме, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунать! Япӑххи киввинче юлтӑр, лайӑххи ҫӗннинче пултӑр! Ырлӑх, сывлӑх, юрату, телей сире!
Кӳрентернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!

Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче 50 ҫул урлӑ каҫнисем валли елка ирттернӗ. Унти клуба Атапайӗнчи, Ҫеменкассинчи, Сентимӗрти ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
Вӗсем валли елкӑсӑр пуҫне уяв сӗтелӗ те хатӗрленӗ. 50 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ уява Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.В. Бардасов, Ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Р.П. Быкова ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫула пуҫтарӑннисене вӗсем ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май малашне те вӑр-вар пулма, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ пулма суннӑ. Аслисене ырӑ сунма, уяв кӑмӑлӗ парнелеме Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Пӗрле савӑнма пуҫтарӑннӑ халӑх уявра кӑмӑлтан хавасланнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та, Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн, уява пухӑннишӗн ҫамрӑк чухнехиллех хӗпӗртенӗ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫул ҫине Хӗл мучи тухӗ. Вӑл – унӑн тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ.
Хӗл Мучине ҫул ҫинче паян Шупашкарта курма пулать. Ҫакна «Хӗл Мучи полицейски» акципе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Хӗл Мучи аллинче жезл вырӑнне туя пулӗ. Вӑл машинӑсене чарсан протокол вырӑнне парне парӗ. Ахаль парне мар: ҫул-йӗр правилисен кӗнеки, сувенирсем, машинӑра тутлӑ шӑршӑ кӑлармалли хатӗрсем…
Пӗчӗк пассажирсене вара пакунлӑ мучи пылак ҫимӗҫпе савӑнтарӗ. Хӗл Мучи пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа ӑсатӗ.

Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассипе Тури Тимӗрчкассине пӗрлештерекен ҫула уҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май унта Хӗл Мучипе Юрпике ҫитнӗ.
Ҫавӑн пекех унта ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Мансур Калмыков, Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Воддорстрой элчисем те хутшӑннӑ. Ҫула Воддорстрой сарнӑ. Пӗтӗмпе 33,895 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫула 4 уйӑхра сарса пӗтернӗ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тарӑх, ҫул 6 метр сарлакӑш. Ӑна асфальтлӑ бетонпа витнӗ.

В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ.
Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ.
Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ.

Ача-пӑча юмаха, тӗлӗнтермӗш пулӑмсене, асамлӑ патака ӗненет те, республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ачасене савӑнтарас тенӗ. Ведомствӑра ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене киле ҫитсех Хӗл Мучипе Юр Пике саламланӑ, парне тыттарнӑ, елка тавра тӑрса ҫаврӑннӑ.
Тӗлӗнтермӗш хӑнасем килессине маларах аслисем систернӗрен ачасем капӑрлансах кӗтсе илнӗ. Хӑшӗсем Хӗл Мучипе Юр Пикене шикленерех йышӑннӑ-ха, парнине те хӑрасарах тытнӑ. Нумайӑшӗ вара вӗсемпе пӗрле елка тавра ҫаврӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ юмахри паттӑрсем ачасене парне панипе пӗрлех аслисене — ашшӗ-амӑшне — итлеме, шкулта тӑрӑшса та лайӑх вӗренме, маттур ача пулма ырӑ суннӑ, таса та ҫирӗп сывлӑх пиллесе сывпуллашнӑ.

Юлашки вӑхӑтра уявсенче ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кунашкал чару Ҫӗнӗ ҫулта та пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ. Вӗсем алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма юрамӗ.
Чи малтан ку Хӗрлӗ тӳреме пырса тивет. Ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккасене те эрех-сӑра сутса тупӑш тума май килмӗ.

Ҫӗнӗ ҫулта Шупашкарта общество транспорчӗ ирчченех ҫӳрӗ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ графика палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине общество транспорчӗ ирхи 3 сехетчен ҫӳрӗ.
Хӗрлӗ тӳреме уява килекенсем киле ҫӑмӑллӑнах ҫитчӗр тесе ҫапла тунӑ. Кун пирки кӑларнӑ хушӑва ку эрнинче, юнкун, пичетлӗҫ.
Кӑҫал Хӗрлӗ тӳремри концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем, вокал студийӗсем, фокусниксем, фаерщиксем хутшӑнӗҫ. Унта Хӗл Мучи те пулӗ.
Ҫур ҫӗр ҫитсен светодиодлӑ экранпа РФ Президенчӗ Владимир Путин саламланине курма май пулӗ.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӳлмекре фейерверк вӗҫтерӗҫ. Ирхи 3 сехетчен конкурссем, вӑйӑсем иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарта «Письмо Деду Морозу» (чӑв. Хӗл Мучи патне ҫырнӑ ҫыру) пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасенчен 1 пин ытла ҫыру ҫитнӗ. Ҫав шутра ӳкерчӗксем, открыткӑсем, эссесем, юмахсем, сӑвӑсем ҫитнӗ.
Конкурса йӗркелекенсем тата хаклакансем асӑрханӑ тӑрӑх, ачасем хаклӑ парнесене сахалтарах ыйтаҫҫӗ. Вӗсем гаджетсемпе тетте пирки те питех ӗмӗтленмеҫҫӗ. Кунта, паллах, ҫак япаласене вӗсене ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те витӗм кӳрет пулӗ-ха. Пӗчӗкскерсем арлан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсемлӗ пуласшӑн, унчченхине вӑрланӑ хыҫҫӑн класс валли ҫӗнӗ мечӗк туянасшӑн.
Хальхи ачасем ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ валли сывлӑх тата тӗнчере мир пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ. 13 ҫулти пӗр хӗрача вара арҫын шухӑшлавӗ пирки тӗмсӗлет.

Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
